Чăваш чĕлхипе литература кунĕсем пынă май Йĕпрĕç районĕнчен тухнă паллă çыравçăсен пултарулăхне тишкерчĕç.

   Çемен Элкер, Иван Ахрат, Николай Максимов, Николай Теветкел, Микул Пулар, Гаврил Луç, Геннадий Кузнецов çыравçăсен пурнăçне, пултарулăхне хак парасси аслă классемшĕн тĕп тема  пулчĕ.

Çемен Элкерĕн хайлавĕсене чăваш литература программине кĕртнипе ачасене унăн пултарулăхне тишкерме йывăрах пулмарĕ. «Кушлавăш уйĕ», «Унтри» калавĕ, вăтам классенче, «Хурапа шурă» автобиографиллĕ повеçĕпе вĕренекенсем аслă классенче паллашаççĕ. «Çемье телейĕ мĕнре-ши?» темăпа 10-мĕш класра вĕренекенсем ăслав сочиненийĕ çырса хăйсен шухăшне палăртрнă та ĕнтĕ. Николай Теветкел,  Йĕпреç районĕнчи Савкка яленче çуралнăскер, ытларах сонет формипе çырнине асăрхарĕç.

Руслан Ц. тата Саша С. Иван Ахрат пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Татьяна Я. вара Туçа ялĕнчен тухнă Микул Пулар (Краснов Николай) пултарулахĕ çинче чарăнса тăчĕ. Микул Пуларăн сăввисем «Литературная Россия» «Вдохновение» пуххинче кун çути курнă. «Капкăн» журналта 25 сула яхăн ĕçленĕ

Пирен ентеш Раççей журналисчĕсен, писательсен союзĕн членĕ. «Çĕнĕ кĕвĕ», «Хĕвел пайăрки», «Кун-çул каçалăкĕ» тата ытти  кĕнекисем те тухнă.

Гаврил Луçăн, Йĕпреç районĕнчи Ишекре çуралса ÿснĕ çыравçăн «Хум хĕрринчи юрату», «Юрату – тĕнче тытăмĕ» кĕнекисемпе паллашрĕç. Калавсемпе очерксенче тĕл пулакан тĕп геройсем – пĕтĕмпех пурнăçран илнĕ сăнарсем. Автор вĕсене чунтан кăмăлласа та хисеплесе калăплать, ыррипе мухтанать, усаллине сивлет.

 Николай Максимов Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. Ачалăх, яшлăх çулĕсем Эйпеç тăрăхĕнче иртнĕ.  Унăн кĕнекисем «Çил-çумăр витĕр», «Тапă», «Синкер», Пĕррехинче 24 ĕмĕрте», «Пурнăçри вырăн» тата ыттисе те вулкансен юратнă кĕнекисем пулса тăнă. Юлашки çулсенче тухнă «Пĕр хĕрес айĕнче», «Шур акăш çулĕ»вулакансене çывăх пулнине палăртрĕç. Чăнипех те, Йĕпреç районĕ пултаруллă çыравçăсемпе савăнма та, мухтанма та пултарать.