Чăваш чĕлхи кунĕсене халалланă Николай Максимовăн «Шур акăш çулĕ» роман легенди тăрăх вулакансен конференцийĕ иртрĕ

Кĕлĕмкасси шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем Йĕпреç тăрăхĕнчен тухнă чăвашсен паллă çыравçин Николай Максимовăн «Шур акăш çулĕ» роман тăрăх вулакансен конференцийĕне ирттерчĕç.  Чи малтан çак роман легенда пирки паллă çынсем хакласа çырнине пăхса тухрĕç.  Акă Федор Мадуров, Чăваш Републикин тава тивĕçлĕ художникĕ калани: «Чăваш историйе, авалхи культурипе хальхи çинчен çителĕксĕр çырнă, тĕпченĕ. Николай Максимовăн «Шур акăш çулĕ» романĕ йышши произведенисем çав çитменлĕхе уçса пама пулашаççĕ». Раиса Сарпи, Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ çапла палăртать: «Шур акăш чăваш легендипе çыхăннă. Унăн хăвачĕ – çĕнтерÿ хăвачĕ. Кĕнеке вуланă май автор несĕлсен кун-çулне тарăн тĕпчени сисĕнет. Николай Максимов çак ĕçе чунне парса çырнă, ăна кашни чăвашăн вуламалла». Ун хыççăн  10-мĕш класра вĕренекенсем кĕнекери сыпăксене пăхмасăр каларĕç. Малалла вĕренекенсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. 9-мĕш класри Алиса Гаврилова вара «Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ» презентацийĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен чăваш чĕлхипе литература учителĕ Ольга Анисимова пĕтĕмлетрĕ: «Чăвашсен пурнăçне, историне хальччен сахал тĕпченĕ. Çав тапхăр унăн пуласлăхне нумай енчен татса панă. Хăрушă инкек хыççăн вăл епле çăлăнса юлма пултарнă? Çакăн çинчен сăмах хукатнă паллă писатель.  Пирĕн ентеш Николай Максимов малашне те вулкансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтартăр».