«Чăваш наци библиотекинче республика шайĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Чĕрĕ сăмах» конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансен чăваш çыравçисен прозăлла хайлавĕсен сыпăкĕсене вуламалла пулнă. Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем: чăваш чĕлхипе литературине юратма, хисеплеме вĕрентесси, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма хăнăхасси, писательсен кĕнекисене суйласа илес туртăма аталантарасси. Пĕтĕмпе 44 вĕренекен хутшăннă. Жюри ачасем мĕнле текстсене суйласа илнине, аудитории умĕнче чăвашла тĕрĕс те хитре каланине пăхрĕ. Пирĕн шкулти 7-мĕш класран Анастсия Н., 10-мĕшĕнчен Татьяна Я. çак сумлă конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕç. Хумма Çеменĕн «Штрум» повеçĕнчен, Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» кĕнекерен суласа илне сыпăксене пирĕн вĕренекенсем тивĕçлĕ шайра вуларĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене суйласа илме çав тери йывăр пулнине палăртрĕç. Çĕнтерÿçесен йышне пирĕн вĕренекенсем лекеймерĕç пулсан та çак конкурсран хавас кăмăлпа таврăнчĕç. Малалла вĕсем хăйсен пултарулăне аталантарса кокурссене хутшăнса çĕнтерме ĕметленеççĕ. Ăнăçу пултăр сире малашне!