Чăваш чĕлхи кунне халалланă Кĕлемкасси культура çуртĕнчи концерта шкулти тата ача садĕнчи ачасем, вĕрентекенсем хутшăнчĕç

Чăваш чĕлхи кунне  халалланă концерта халăх йышлă пухăнчĕ. Ку вара хамăр тăван чĕлхене, культурăна, искусствăна, халăха   юратнине, хисепленине кăтартать. Концерта йĕркелекенсем ,  культура ĕçченĕсем  хатĕрленĕ фольклор ушканен номерĕсене халăх юратса пăхрĕ.Чи малтан садике çÿрекен ачасем сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, чăваш ташшиипе халăх умне тухрĕç. Печĕк талантсем хыççăн сцена çине шкул ачисем тухрĕç. Вĕсене те залра ларакансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Анастсия Н. Хумма Çеменĕн «Штрум» повесть сыпакне хавхаланса вулани, Алиса Г. «Нарспи» поэма сыпăкне ăста калани пурне те килĕшрĕ. Культура çумĕнчи халăх хорĕнчи херарăмсен ушкăнĕ «Тăванран хакли çук», «Анне мана каçарсам» юрăсене те халăх  ăшшăн йышăнчĕ.