Регионсем хушшинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртекен «Илемлĕ сăмах ăсти» конкурс çĕнтерÿçисене саламлатпăр!
Регионсем хушшинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртекен «Илемлĕ сăмах ăсти» конкурса хутшăнса Кĕлĕмкасси шкулĕнчи 2-мĕш класра вĕренекен Надежда Никандрова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. (Ăна çак ăсталăха туптама культура ĕçченĕ Надежда Агеевна Никандрова вĕрентсе пырать.) Надежда Марина Карягинăн «Ăслă качака» сăввине илемлĕ те ăста каласа тĕлĕнтернĕ. 10-мĕш класри Таня Я. вара Геннадий Кузнецовăн «Палăк умĕнче» сăввипе хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, çак сумлă конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.
Эпир вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те çакăн пек конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илме сунатпăр!