Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси культура çуртĕнче ялти вăтам шкулта вĕрентекенсен «Кĕлĕмкасси кинемисем» тата çамрăксен «Салампи» ушканĕ хушшинче Театр çулталăкне тата чăваш халăх поэчĕ, пирĕн юратнă ентешĕмĕр, Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ялĕнче Çемен Васильевич Элкер çуралнăранпа 125 çул çитсе пынине халалланă «Пурăн, чĕвĕлти чĕлхемĕр!» ăмăрту иртрĕ.
Чи малтанахАлександра Басманцева ертсе пыракан «Шăнкăрма»фольклор ушкăнне çÿрекен çамрăксем вăйă карти туса куракансене тĕрле сасăпа юрласа, чăваш ташшине ăста та пултаруллă кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Çакăнтах Культура çумĕнчи «Йăлтăм» фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юррисемпе, ача садĕнчи «Хĕвелпи» юрă-сăвăпа савăнтарчĕ.
Сцена çине малтан хăйсен командипе паллаштарма «Салампи» ушкăн тухрĕ. Чăваш чĕлхи – илемлĕ, юратнă, çепĕç тата вăл анне чĕлхи пулнине палăртрĕç. Юрри-ташшшипе те çак ушкăн питĕ пултаруллине кăтартрĕ. Шкулти вĕрентекенсен ушкăнĕ вара залра ларакансене хăйсен кулăш формипе çырнă сăввисемпе, ташшисемпе илĕртрĕ, савăнтарчĕ, култарчĕ. Çапах та çак кулăшпа вĕсем шкул ачисене вĕренме чăрмантаракан проблемăсене хускатрĕç: телефон, кĕнекесем сахал вулани. «Кĕлĕмкасси кинемисем» ĕлĕкхи чăваш тумтирĕсемпе пулни те хăйне май куракансене тыткăнларĕ. Чăваш поэчĕсем çырнă юптарусем кăтартнă чухне икĕ команда чăн-чăн артистсенчен кая мар пулчĕç. Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сăвви тăрăх йĕркеленĕ сценка «Салампи» ушканăн пурне те килĕшрĕ. «Кĕлĕмкасси кинемисем» Николай Евдокимовăн «Картара» юптарăвĕ вара куракансемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Кунта картари выльăх-чĕрлĕх шăв-шавне, калаçнине, хусканăвесене, хуçа начар пăхнине, анчах хирĕç калайманнине вырнаçуллă кăтартма пултарчĕç.
Театрпа тата Çемен Элкерпе çыхăннă ыйтусене икĕ команда та тĕрĕс хуравларĕ. «Тăван чĕлхене мĕнле упрамалла?» ыйтăва кашни тĕрлĕрен уçса пама тăрăшрĕ. Пур чĕлхене вĕренмелле, тăван чĕлхене - анне чĕлхине манмалла мар тенипе пурте килĕшрĕç.Юлашкинчен командăсем Кĕлĕмкасси администрацийĕн Тав çырăвне илме тивĕç пулчĕç.