Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 5, 6-мĕш класра вĕренекенсе ашшĕ-амăшĕсене хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Акă 5-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем «Пуканене чăвашла тăхăнтартатпăр» проект ĕçне мĕнле тунине кăтартрĕç. Семенова К., Александрова А., Волкова А., Карпова А.пукане валли чăвашла кĕпе, саппун, мăй çыххи, тĕрĕллĕ тутăр хатĕрленĕ, пуканене капăрлатсах янă. Кун хыççăн пуканепе юмах тĕнчинче пулчĕç. Малалла пурте пĕрле«Ăçта каян, пукане?»юрăпа пуканен шухăш-камăлне, кампа туслине пĕлчĕç. Пукане хĕрачасенеУпа тусĕ парнеленĕ пылне çиме чĕнчĕ.
6-мĕш класра вĕренекнсем Стихван Шавли çырнă «ВĕçкĕнВаççа» сăвви тăрăх йĕркеленĕ сценка кăтартрĕç.Анисимова Д., Краснова А., Сильвестрова Е., Федорова Д. авторсем Ваççа çинчен илертÿллĕ каласа пачĕç. Кĕçех хуларан «Москвичпа» Ваççа персе çитсен, хăйĕн чаплă тесе тăхăннă костюмпа, ула шлепкепе халăха тĕлĕнтерме килнĕ Ваççа чăвашла пачах манса кайнă иккен! Наççа илсе тухнă кĕрепле çине пуссан вара чăвашлах кăшкăрса ярать. Ваççа сăнарне Дмитриев Н. чăн-чăн артист пекех вылярĕ.
Ачасен пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн ашшĕ-амăшĕсем камăллă юлчĕç.