Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче чăваш халăх çыравçипе - Юхма Мишшипе тĕл пулу иртрĕ

Юхма Мишши — чăваш халăх  çыравçи. Вăл проза ăсти, талантлă сăвăç (унăн сăввисемпе композиторсем нумай юрă кĕвĕленĕ),  ăста драматург. Вăл 1936 çулхи акан 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралнă. Çыравçă хăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ класра вĕренекенсем панă ыйтусене хуравларĕ. Кĕçĕнрех класра вĕренекенсем пĕрремĕш сăвă миçере çырнине пĕлесшĕн пулчĕç, ăна вăл 2-мĕш класра  вĕреннĕ чухнех çырнă иккен. 6-мĕш класри Сильвестрова Е. вара  Юхма Мишшин «Çĕр улмипе мăян» юптарăвне илемлĕ те ăста вуласа савăнтарчĕ. Вĕрентекенсем те ыйтусем пачĕç. Ытларах вĕсене паллă çыравçă чăвашсен авалхи пурнăçĕ çинчен  тĕпченĕ тĕрлĕ ĕçĕсем тĕлĕнтерчĕç. Унăн кĕнекисене тĕрлĕ халăх чĕлхине куçарнă. Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмĕпе ĕçленине пĕлтĕмĕр.

Чи тĕлĕнмелли те савăнмалли вара –  Юхма Мишшипе Чăваш  Республики писательсен  Союзĕн членĕ, пултаруллă поэт Максим Сергеевич Чепель хăйĕн амăшне асăнса, юратса, Кĕлĕмкасси шкулне нумай кĕнеке  парнелерĕç. Çакăншăн вĕсене  пурте тав турĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те  килĕшекен кĕнекесем çине ырă сунса Юхма Мишши  ал пусса пачĕ. Тĕл пулу кăмăллă та усăллă иртрĕ.