Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Çеçпĕл çуралнă тăрăхра экскурсире пулчĕç

     Кăçал 2019 çулхи чÿк уйăхĕнче, паллă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Çавна май Йĕпреç районĕнчи чăваш чĕлхи  вĕрентекенĕсем Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче пулчĕç. Чи малтанах Çеçпĕл музейне çул тытрĕç. Музей ĕçченĕсем ăшă кăмалпа кĕтсе илчĕç. Кунта Çеçпĕл ачалăхĕнчен пуçласа Шăхасан, Теччĕ, Шупашкар, Крым, Киев, Остер тапхăрĕсенчи пурнăçĕпе паллашрĕç .Çеçпĕл Мишши яланах çынсене йывăрлăхра пулăшма тăрăшнă, пурнăçри тĕрĕсмарлăха питленĕ. Çавăнпах пулĕ ăна такăнтаракансем те нумай пулнă. Чăваш çĕр-шывĕ, чăваш чĕлхи хăюллăн вăранасса, кăвар кайăкла тапранасса кĕтнĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл каланă сăмахсем питех тÿрре килеççĕ, шухăша яраççĕ. Чăваш чĕлхине малалла аталантармалла, упраса хăвармалла. Вĕрентекенсемпе тĕл пулăва Шупашкартан Лидия Филиппова çыравçă килсе çитрĕ. Ку тĕл пулу вара Çеçпĕл вăтам шкулĕнче иртрĕ. Сăмах май Лидия Ивановна Филиппова Канаш районĕнчи Çеçпĕлте çуралнă. Нумай кĕнеке авторĕ, «Тăван Атăл» журнал редакторĕ. Нумай пулмасть ăна Чăваш писателĕсен союзĕн председательне суйланă. «Эп  - Канашсем, эп – Çеçпĕл хĕрачи, юрамастех ентешĕмрен  юлма», - тени чăваш поэчĕн ĕмĕчĕсенчен пĕри пурнăçланнă теме пулать.   Çамрăк çыравçă Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитес умĕн  тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Хăйĕн кĕнекисене вĕрентекенсене парнелерĕ. Пурте пĕрле Çеçпĕл палăкĕ умĕнче сăвăсем вуларĕç тата вăл пурăннă вырăнсене çитсе курчĕç.  Çулçÿрев  усăллă иртрĕ.