Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ

      Кăçал 2019 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, паллă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.  Çавна май шкулта çак уява, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа «Çеçпĕл, сан ырă яту, сăввусенчи çивĕч сăмаху яланах пирĕн чĕрере» литературăпа музыка композицийĕнче пур класра вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Сăмахран, 5-мĕш класра вĕренекенсем поэт сăввисене  илемлĕ вуланисĕр пуçне шкулти музыка учителĕ ертсе пынипе чăваш юррисене хавхаланса юрларĕç. Улттăмĕшсем поэтăн хурçăран шăратнă сăмахĕсем малашне чăвашран çамрăк поэтсем тухасса шанчĕç. Поэтăн  «Иртнĕ самана» сăвви тăрăх 7-мĕш классем лартнă сценка та куракансене килĕшрĕ. 8-мĕш классем Çеçпĕлĕн пурнăç саманчĕсемпе паллаштарчĕç. Вуннăмĕшсем поэтăн чĕнÿ сăввисене хавхаланса вуларĕç. Çак уява ăста ертсе пыраканĕсем вара – тăххăрмĕш класра вĕренекен Ильина Настьăпа Яна Афанасьева  пулчĕç.  Поэта халалланă презентаци пуян та паха пулчĕ. «Поэт ăс-хакăлĕ пирте, ун пилĕ пырĕ ĕмĕре!» - çапла вĕçленчĕ уяв.