Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» район шайĕнчи 7 фестивалĕ иртрĕ. Фестивале кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă.
Фестивале уçнă май Алевтина Александровна Игнатьева методист фестивале килнисене саламларĕ, ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Малалла вăл асăннă паллă кунсене халалласа Республикăра тата районта иртекен мероприятисем çинчен каларĕ, вĕренекенсене çак мероприятисене хутшăнтарма сĕнчĕ.
Фестивале хутшăннă вĕрентекенсем Ю.В.Кошелева (Липовка шкулĕ), Л.П.Школьникова (Эйпеç шкулĕ), А.А.Ядрицова (Йĕпресри 2№ шкул), Е.М.Михайлова (Пучинке шкулĕ), М.Н.Анисимова (Энтриел шкулĕ) уçă уроксем ирттерчĕç, ку таранччен пухнă методикăри ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.
Кĕлĕмкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Г.В.Григорьевăпа О.Н. Анисимова тата музыка вĕрентекен С.А. Анисимов «Асанне арчинчи тупра» класс тулашĕнчи уçă мероприяти (музыкăпа литература композицийĕ) кăтартрĕç. Мероприятие 5-8-мĕш классем хутшăнчĕç.
«Ĕлĕкрен упраннă япаласене алла тытсан чун савăнать, асамлă шевлесемпе çуталать, сурпан, тутăр çинчи тĕрĕсене курсан вара чунра темĕн пăчăртанса чĕпĕтет, куçран куççуль юхасси патнех çитет. Çулсем иртсен çеç асанне арчи пире аваллăхпа çыхăнтаракан вăчăра пулнине ăнланса илетпĕр. Асанне арчине манăн ытарлăн: «Чун сăпки», - тесе те калас килет тесе пĕлтерчĕ асанне пулса вылянă Ольга Николаевна.