Тăван чĕлхе – анне чĕлхи!
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Чăваш чĕлхи – чăвашсемшĕн тăван чĕлхе. Вăл тăван атте-анне чĕлхи. Тăван халăх чĕлхи. Ку чĕлхепе икĕ миллиона яхăн çын калаçать теççĕ, паллах, анчах нумай та улшăнчĕ пуль.Пирĕн мăн асаттесем, асаннесем хамăр чĕлхене упраса хăварнишĕн савăнмалла, мухтанмалла. Тăван чĕлхе çинчен мĕн пĕлетпĕр? Юрать тĕпчевçĕсем, историксем, чĕлхеçĕсем, поэтсем, писательсем чĕлхе аталанни, иртни, пуласлахĕ,çепĕçлĕхĕ çинчен нумай çыраççĕ.
Кашни чĕлхе хăй мĕнле те пулин ушкăна кĕрет.
Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи. Çав йышах тутар, пушкăрт, казах, кăркăс, узбек, туркмен, уйгур, турккă тата ытти чĕлхе кĕрет. Вĕсем пĕтĕмпе хĕрĕхе яхăн. Тĕрĕк чĕлхесем пĕр-пĕрне питĕ çывăх.Çак чĕлхесем хушшинчен икĕ халăх кăна ытти тĕреке ăнланмаççĕ: пĕри якут, тепри чăваш. Пирĕн чĕлхе хăйевĕрлĕхне çухатман. Калас килет, Иван Яковлевич камшăн, мĕншĕн тăрăшнă-ши? Константин Иванов «Нарспи» поэмăна тăван чĕлхепе шăнкăр-шăнкăр шывюххиллĕ шăрçаланă. Андриян Николаев Чăваш çĕр-шывне килсен халăх умĕнче чăвашла калаçнă. Чăваш чĕлхи сумлăхне çĕкленекенсем вĕсем.
Акă вырăс тĕпчевçисем чăваш чĕлхи çинчен мĕн каланине пăхса тухар. Паллă вырăс тĕпчевçи Н. Я. Марр çапла çырать: "Европа культурин никĕсне хывнă авалхи-авалхи халăхсенчен Тухăç Европăра пĕртен-пĕр чăваш халăхĕ кăна упранса юлма пултарнă. Чăваш чĕлхи çур çĕрти финн-угорсемпатне те, тухăçри тĕрĕксемпе монголсем патне каçă тупать". В. А. Сухомлинский те, В. В. Радлов та чăваш чĕлхи хăйĕн аваллăхне упраса хăварни ытти чĕлхесене танлаштарса тĕпчеме пулăшать тесе ăнлантараççе. Чăнах та, Николай Егоров профессор: «Халĕ чăваш чĕлхи мĕнпур тĕрĕк чĕлхин аваллăхне уçса кĕмелли ылтăн çăраççи пулса тăрать.Çав ылтăн çăраççине алтай чĕлхисене тĕпчекенсем те, угро-финн чĕлхисен аваллăхне шыракансем те çумра хçакс аçÿреççĕ. Акă мĕнле вăл тăван чĕлхемĕр! Ун витĕр пăхсан тĕнче аваллăхĕ курăнать!» – çапла хавхаланса калать чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ.