Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе
2022 çулхи кăрлач уйăхĕнче П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çитнине халаласа
вĕрентекенсемпе вĕренекнсен пултарулахĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022 регион
фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257
ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне
Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ
видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç. Фестивале хутшăнакансем сăвă темине, П. Хусанкай
шухăш-кăмăлне ăнланнине, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитернине
палăртрĕç
Ачасемпе пĕрлех фестивале вĕрентекенсем,
воспитательсем тата культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç, вĕсем Петĕр Хусанкай
çырнă хайлавсене илемлĕ вуларĕç. Пирĕн шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ О.
Анисимова Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вуласа
призерсен йышне кĕме пултарчĕ.
Çак конкурса Кĕлĕмкасси шкулĕнчен 7-мĕш класри
А. Трофимов, 8-мĕш класри Я. Меженьков хутшăнчĕç. Вĕсем Хусанкайăн «Эп – чăваш
ачи» тата «Çĕр-шывăмçăм, Чăваш çĕр-шывĕ!»сăввисене хавхаланса вуларĕç, вĕсем
сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕç. Фестивале хутшăннăшан пурне те тав тăватпăр
Вĕренкенсем малашне тата хастартарах пулса малти вырăнсене тухма ĕмĕтленеççĕ.
Саламлатпăр вĕсене, ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.