Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ



Паян - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр.Чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тĕллевпе 2000-мĕш çултан уявлаççĕ. Пирĕн тăван чĕлхе ламран лама, йăхран йăха куçса пынă. Мăн асаттесем чăваш чĕлхине куç пек упраса пурăннă. Эпир те тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн, илемĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшар. Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Ахальтен Ухсай Яккăвĕ «Туссем калаçнă чух тăван чĕлхе шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе» тесе çырман пулĕ.

Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче 4 класра вĕренекенсем ача-пăча сăмахлăхĕпе паллашрĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, чăваш юррисене те шăрантарчĕç. «Мухтав сана, тăван чĕлхемĕр! темăпа ÿкерчĕксен конкурсне 4, 5-мĕш классем хастар  хутшăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă эрне малалла пырать. Тĕрлĕ конкурссем, мероприятисем малалла пулĕç, çавна пула  пурте хастар хутшăнасса шанатпăр. Пурне те Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламлатпăр! 

Фотогалерея