Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ

Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ

 

        Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче  5-7-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрнине халалланă  «Чăваш чĕлхи ăстисем» конкурса хутшăнчĕç. Ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç. Чăваш алфавичĕпе çыхăннисем, çулталăк вăхăчĕсене шыраса тупмалли, сăмахсене ушкăнсем çине пайлани, кун ячĕсене, кайăк ячĕсене вырăсла куçарни, хисеп ячĕсене тĕрĕс çырмалли, çемье темăпа сăмахсем шырани  кашни ушкăншăн кăсăклă пулчĕ. Ачасем хавхаланса  нумай ĕç турĕç. Çĕнтерÿçĕсем эрне вĕçĕнче хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулĕç.                           

И. Я. Яковлев  ячĕллĕ Чăваш  патшалăх педагогика университечĕ ирттерекен      «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи»  онлайн викторинăна 9-10  класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Викторинăн тĕп тĕллевĕсем – тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси, çамрăксене тăван халăхăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси,  ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси. Кивĕ çырулăх вăхăтĕнчен пуçласа хальхи литература  аталанăвĕ таранах панă ыйтусем ачасене килĕшрĕç. Тăван чĕлхе ыйтăвĕсене хуравлама  пĕлÿ те, ăнкарулăх та кирлĕ пулчĕ. Ĕçсене туса пĕтернĕ хыççăнах вĕренекенсем  сертификат илме  пултарчĕç. Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕç.

Фотогалерея