Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхĕн хисепĕ, мухтавĕ. Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулне уçни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Паянхи кун та çак шкул пирки тĕлĕнме, мухтанма пăрахмастпăр. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Константин Иванов Иван Яковлев пирки : "Ырă чăваш тупăнчĕ, ырă ĕçе тытăнчĕ. Шкулсем нумай уçалчĕç, вĕсен чĕри Чĕмпĕрте, Аслă чăваш шкулĕнче» çырнă.
Кĕлĕмкасси шкулĕнче чăвашсене
çутта кăлараканне халалланă уроксем иртрĕç. Шкул библиотекинче вара выставка
ĕçлерĕ. Ачасем тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашрĕç.Кĕçĕнрех классене Иван Яковлев
калавĕсем килĕшрĕç. Аслăраххисем «Чăваш
халăхне» панă халала тишкерчĕç. Халал туслă, ĕçчен, пултаруллă пулма
хистет.