Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе шкул çулне çитмен ачасемпе те нумай ĕç туса ирттереççĕ.
Ачасем хушшинче
«Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă
ирттертĕмĕр. Ку вăййăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе
паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси,
ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси.
И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши тупмалли юмахсем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене
хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен
тавра-курăмне анлăлатрĕç.
Паян та, ака уйăхĕн 26- мĕшĕнче,
шкул çулне çитмен ачасем «Уяв»
мероприятине Чăваш Республикин гимне юрланипе пуçларĕç. Малалла ачасем ашшĕ-амăшĕсене чăваш
юрри- сăввипе, ташшипе, вăййипе савăнтарчĕç.
Уйрăмах хăнасене аслă ушкăнри ачасен «Шыв хĕрринче» ташши кăмăла кайрĕ. Уява килнисем «Чее тилĕ» чăваш халăх юмах инсцинировки килĕшнине тăвăллăн
алă çупса çирĕплетрĕç.
Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи.
Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те
улǎштараймĕ. И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытса пурǎнас. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ
чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě.