Краеведени, урăхла каласан, хамăр тăрахри истори,
авлтанпах упранса юлнă йăла-йĕрке, халăх сăмахлăхĕ, вырăнти тумтир
уйрăмлăхĕсем, савăт-сапа, ĕç йĕрки тата ытти упранса юлнă пуянлăх. Кĕлĕмкасси
шкулĕнчи 6 класра вĕренекенсем шкул музейĕнче экскурсире пулчĕç. Чи малтан
вĕсем ял историйĕпе паллашрĕç. Тĕрлĕ çулсене сăнласа панă пуян сăн
ÿкечĕксемлĕ ял историйĕпе паллашрĕç. Пионер организацийĕ пулнă вăхăт та
кăсăклă пулчĕ. Кĕлĕмкасси тăрăхĕнчен пуçтарнă ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, тумтир, тăмран
тунă савăт-сапа пурне те тĕлĕнтерчĕ.
Чăваш хĕр арăмĕн тĕрлĕ курăкпа пĕветнĕ пир кĕписем çак таранччен те
тĕсне çухаманнине, çирĕп пулнине асăрхарĕç. Ансăр тата вăрăм ал шăлли евĕр
хамăр тăрăхри сурпансем упранса юлни
пысăк пуянлăх. Сурпан тĕррийĕ - чăваш
çырулăхĕ. Ачасем экскурсии урокĕнче авалхи пурнăç çинчен нумай пĕлчĕç. Музей
валли япаласем пухма шантарчĕç. Тăван тавралăха тĕпчени – ырă та сăваплă ĕç.