Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – Чăваш тĕрри кунĕ.
Чăваш тĕрри - авалтанпа упранса юлнă
пуянлăх. Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх вăл
пирĕн авалхи çырулăх пулать тесе ĕнентерни те пур. Çавăнпа та ачасем уроксенче час-часах чăваш тĕррин историйĕпе паллашаççĕ. Чăваш
тĕрри – вăл пирĕн авалхи çырулăх. Чăваш çырулăхне тĕпчесе аталантаракансем: Е. И. Ефремова, В. А. Минеева, Евгения Жачева
тата ыттисем те. Искусство çынни А. А.
Трофимов тĕрĕре мĕн çинчен каланине вуласа пĕлнĕ. «Чăваш тĕрри çыруллă» - тенĕ
тĕпчевçĕ. Литературăпа 7-мĕш класс программинчи «Н. Симуновăн «Сурпан
тĕрри» ятлă пьесăна вуласан чăваш
сурпанĕ Аргентина çĕр-шывне çитме пултарнине пĕлетĕн. Шкул библиотекинче «Чăваш тĕрри» ятлă
выставка йĕркелерĕмĕр. Чăваш чĕлхи кабинетĕнче те чăваш тĕрриллĕ япаласем курма
пулать. Чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасене 6-7çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. Тухья, масмак чăваш тĕррипе илемлĕ. Хальхи вăхăтра чăваш тĕррипе кăсăкланакансем
питĕ нумай. Унпа чăваш çыннисем кăна мар, тĕрлĕ çĕр-шыврисем те илемĕпе, асамлăхĕпе, вăрттăнлăхĕпе тĕлĕнеççĕ,
киленеççĕ.