Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ



                Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне 2000 çулхи  нарăсăн 21-мĕшĕнче уявлама пуçланă. Мĕн пур чĕлхене йышăнни, хисеплени питĕ ырă пулăм. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕр уйрăм, çывăх та хаклă. Чăваш чĕлхи те пуян та илемлĕ, янравлă та çепĕç. Тăван чĕлхе – анне чĕлхи.  Иван Яковлевич Яковлев пире пурне те тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă: «Чĕлхе хăйне туса хăварнă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех» - тесе асăрхаттарнă. Тăван чĕлхене хисеплеме, упрама хăнăхтармалла. Уроксенче кăна мар, класс тулашĕнчи ĕçсенче те çак ыйтăва хускатмалла.  Акă нарăсăн 18-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче Туркай вулавĕсем «Чăваш эп. Эп пулăп чăваш ĕмĕрех» (пĕтĕм тĕнчери тăван чĕхе кунне халалланă) иккĕмĕш фестиваль, сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ.  Чăваш республика шайĕнчи конкурса  Чăваш наци конгресĕнче тăракан Геронтий Никифоров, Людмила Клементьева,  Чăваш Республикин Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ Чăваш  халăх поэчĕ Валери Туркай,  чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи ертсе пычĕç. Кĕлĕмкасси шкулĕнчен те вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç

      Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхене халалланă уроксем 6, 8, 10-мĕш классенче иртрĕç. Тăван чĕлхери пуплевпе хутшăну  калаçăвне «Ырă сунни, «Саламлани». «Тав туни» «Мĕн вăл этикет» пайсене тишкерчĕç. Мĕн авалтанпа упранса юлнă чĕлхемĕр мĕнле илемлĕ çепĕç, хаклă, пуян пулни курăнчĕ. Тăван чĕлхене, чăваш чĕлхине упрамалла, малалла аталантармалла.

 

Фотогалерея