СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çывхарнă май шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç

СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çывхарнă май шкулта  тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç

СССР халăх артистки Вера Кузьмина  çуралнăранпа 100 çул çывхарнă май Кĕлĕмкасси шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Паллах, чи малтанах чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи 4, 5, 6-мĕш класри ачасем, искусство шкулĕнчи А. Басманцева ертсе пыракан  фольклор ушкăнне çÿрекенскерсем, çав вăхăтрах вĕсемех шкулта та, ялти культура çуртĕнчи кружоксенче  хастар та пултаруллă ачасем, Чăваш академи театрне кайма тивĕç пулнине палăртмалла . Вĕсемпе пĕрле шкулти вĕренÿпе воспитани пайĕн  заместителĕсем , чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем , Кĕлĕмкасси культура çурчĕн директорĕ , методисчĕ , искусство шкулĕн вĕрентекенĕ  пулчĕç. Театрти экскурси питĕ усăллă пулчĕ. Уйрăмах пурне те СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалланă стендсем килĕшрĕç.  Ун хыççан ачасем хăнасене кĕтсе илме тивĕçлĕ пулчĕç. Малалла хăйсен пултарулăхĕпе сцена çинче паллаштарчĕç, Жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç.

        Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара шкулта Вера Кузьминична Кузьминана халалланă мероприятисем иртрĕç.  Ачасем ун çинчен нумай пĕлчĕç.  Вăл 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. 1947 çулта Мускаври А. В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИСăн чăваш студийĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине пула 1941-1943 çулсенче студенсем Смоленск тăрăхĕнче, ун хыççăн Мускава хÿтĕленĕ çĕрте окопсем чаваççĕ. 1943 çулта тин студентсем вĕренме пуçлаççĕ. 1944 çулта çамрăк хĕр Петĕр Хусанкайпа  паллашать.  1946 çулта вара вĕсем  çемье çавăраççĕ. Вера Кузьмина паллă артистка пулса тăрать.. Унăн аса илĕвĕсем, вăл вылянă  рольсем ачасене пурне те килĕшрĕç. Тĕрлĕ презентацисем  паллă артисткăн пурнăçне тата уççăнрах кăтартрĕç. Чăннипех те,  СССР халăх артистки Вера  Кузьминична Кузьмина мухтава тивĕçлĕ ентеш, пирĕн унпа мухтанмаллах.