Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси

Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси



Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах чăваш тĕрри кунне паллă тăватпăр. Кĕлĕмкасси шкулĕнче те чăваш тĕрри кунĕ иртрĕ. Шкул ачисем те , вĕрентекенĕсем те çак уява хастар хутшăнчĕç. Чи малтанах чăваш тĕррисемпе шкул сценине илемлетрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем тата вĕрентекенсем те чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ тата хăйне евĕрлĕ пулнине каларĕç. Тăван чĕлхе вĕрентекенĕ Анисимова О. Н. чăваш кил-йышĕнче хĕр ачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентни çинчен палăртрĕ. Чăваш тĕррине шурă пир çине тĕрленĕ. Çакна ачасем шкул музейĕн ертÿçи Степанова Н. Г. музейри авалхи чăваш сурпанĕпе паллаштарнă чухне курчĕç. Унти тĕрĕсем чăвашсен авалхи çырулăхне кăтарнине палăртрĕç. Библиотекăри чăваш тĕррине халалланă выставкăри кĕнекесемпе те пурте кăткăсланчĕç. Çак кĕнекесенче Е. Н. Жачева, А. А. Ефимова паллă чăваш тĕрĕçисен ĕçĕсемпе паллашма пулать. Класс ертÿçисем çак темăпа калаçусем ирттереççĕ. Ĕмĕрсем иртсен те чăваш тĕррин илемлĕхĕ çухалмасть. Ĕлĕкех çулçÿревçĕ тĕпчеçĕсем чăваш тĕрри çинчен çырса хăварнисем нумай. Тĕпчевçисем чăвашсем кăна мар, ытти халăхсенчен те пулнă. Чăнах та, вулама, çырма пĕлмен чăваш хĕрĕсемпе арăмĕсем хăйă çутинче мĕнле чаплă тĕрĕсем ăсталама пултарнă. Эпир чăваш тĕрринче чăвашăн ĕмĕрхи пурнăçне куратпăр. Апла пулсан чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси.Чăваш тĕрри - авалхи чăваш çырулăхĕ. Асаннесен паха тупри. Кĕлĕмкасси тата Туçа тăрăхĕнчи ăста тĕрĕçĕсем пуррине çак тĕлпулура палăртрĕç. Малашне хамăр тăрăхри ăстаçăсен ĕçĕсемпе те паллашмалли çинчен шутларĕç.

Фотогалерея