Школьный театр



Аслă вĕренткенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев кăçалхи çул паян ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнăранпа 175 çул çитрĕ. Çавна май ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче аслисемпе пĕрле Кĕлĕмкасси вăтам шкул вĕренекенĕсем тата ача садне çÿрекенсем çак пысăк уява хутшăнчĕç. Пĕчĕккисем сцена çине тухни çав тери кăмăла кайрĕ. Шкул ачисем те тăван чĕлхе кунне халалласа чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç. Çак концертра Кĕлемкасси вăтам шкулĕн театр кружокне çÿрекенĕсем, 7-8-мĕш класра вĕренекенсем, Тихăн Петĕрккин «Çутталла» инсценировкине пĕрремĕш хут ялти культура çурчĕн сцени çине кăларчĕç. Çамрăк артистсем выляни куракансене тыткăнларĕ, зал тăваллăн ал çупни вылякансене хавхалантарчĕ. Куç умне Иван Яковлевичăн ача чухнехи пурнăçĕ тухса тăчĕ. Тăлăха юлнă Ивана Пахомовсен çемйи усрава илнĕ, анчах 7-8 çулхи ача ун çинчен пĕлмест. Куракансем ун чухнехи ача-пăча пурнăçĕ хальхи вăхăтра пачах урăхлине курчĕç. Пуçламăшĕнчех Пахомовсен ирхине ирех тырă вырнă хыççăн кăнтăрлахи апата лараççĕ. Пĕчĕк Иван та пĕрремĕш хут çурлапа тырă вырма вĕренчĕ. Рольсене вылякансем: Иван – Кирилл Ф., Григорий Пахомов – Андрей Т., Униç – Анастасия З., Наçтаç – Галина М., Алтатти – Татьяна А., Глинка – Елисей Е., чикан майри - Анастасия З. (пьесăра 2 роль выляма пултарчĕ) Кружока ертсе пыракан Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕ Анисимова О. Н. ачасен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ, малашне те кружока çÿрекенсем сцена ăсталăхне аталантарасса шанчĕ.