2023 -2024 вĕренÿ çулĕнче Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче театр кружокĕ ĕçлет. Кружока çÿрекенсем сцена ăсталăхне аталантараççĕ. Илемлĕ калаçма, сцена çинче рольсене лайăх выляма, хусканусене тĕрĕс тума хăнăхаççĕ. Республика тетрĕсенчи паллă артистсен пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Диалог тунă чухне пĕр-пĕрне тимлĕн итлесе калаçма та пĕлмеллине шута хумалла.
Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче СССР халăх артистки çуралнăранпа 100 çул çывхарнă май классенче унăн пултарулăхĕпе паллашрĕç. Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи ачасем тĕрлĕ кружоксене çÿреççĕ. А. Басманцева ертсе пыракан фольклор ушкăнĕнче, ялти культура çуртĕнчи кружоксенче хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ шкулти театр кружокне юратса çÿрет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районта театр кружокĕсен конкурсĕнче Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕ 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çавна пула хастар та пултаруллă ачасем Чăваш академи театрне кайма тивĕç пулнине палăртмалла. Вĕсемпе пĕрле шкулти вĕренÿпе воспитани пайĕн заместителĕсем Александрова Л. Н., Григорьева Г. В., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, шкулти театр ертÿçи Анисимова О.Н, Кĕлĕмкасси культура çурчĕн директорĕ Петрова Е. А., методисчĕ Никандрова Н. А., искусство шкулĕн преподавателĕ Басманцева А. В. пулчĕç. Театрти экскурси питĕ усăллă пулчĕ. Театрта артистсене халалланă стендсем пурне те килĕшрĕç. Ун хыççăн ачасем театрта хăнасене кĕтсе илме тивĕçлĕ пулчĕç. Малалла хăйсен пултарулăхĕпе сцена çинче паллаштарчĕç, Жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç.
Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсен пурнăçĕпе паллашни, сцена çинче тĕрлĕ роль кăларни кружока çÿрекенсене кăсăклантарать. Хальхи вăхăтра ачасем Юхма Мишшин «Итлемен чăх чĕппи» пьесипе паллашаççĕ, тишкереççĕ, рольсене пайлаççĕ, хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартма хатĕрленеççĕ.